Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче «ӑслӑ чарӑну» вырнаҫтарнӑ. «Ӑслӑ чарӑну» хӗвел батарейипе ӗҫлет, ӑна «ӑслӑ панельпе» ҫыхӑнтарнӑ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхшӑн яваплӑ усламҫӑсем пулӑшнипе «Умные Сугайкасы» (чӑв. Ӑслӑ Сухайкасси) мобильлӗ приложени хатӗрленӗ, урамра 25 видеокамера вырнаҫтарнӑ, урамра «ӑслӑ» хунарсем вырнаҫтарнӑ, «сывлӑшри патруль» – квадракоптер ӗҫлет, Wi-Fi ҫыхӑнтаракан тӳлевсӗр 10 зона йӗркеленӗ.

«Ӑслӑ чарӑнӑва» халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑтмалли тытӑм, Wi-Fi, мини-библиотека тата ача-пӑча кӗтесӗ пур.

Асӑннӑ объекта хӗвеллӗ электростанципе ҫыхӑнтарнӑран вырӑнти ял тӑрӑхӗшӗн перекетлӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Дзен|Чувашия» пабликри Инна Ильина сӑнӳкерчӗкӗсем
«Дзен|Чувашия» пабликри Инна Ильина сӑнӳкерчӗкӗсем

Ылтӑн алӑллӑ та илеме туйма пӗлекен ҫынсем нимрен илем ӑсталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсем Красноармейски районӗнчи Малти Карӑкра пурӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ ял ҫывӑхӗнчи хире пӗрисем ҫамрӑк ҫемье, хӗрлӗ парӑс тата ытти тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ.

Ҫамрӑк ҫемье чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсен ачи ҫӑпатапа ларать.

Илеме асӑрханисем сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» пабликра вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Инна Ильина.

Илемлӗ кӳлепесене кам ӑсталанине пабликра палӑртман.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ.

Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ.

Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Марат Волгин тунӑ видео скринӗ
Марат Волгин тунӑ видео скринӗ

Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнчи Аялти Улмалуй ялӗнче ҫынсем хӑйсемех ҫул сараҫҫӗ. Вӗсем тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймен.

Арҫынсемпе хӗрарӑмсем витре йӑтса вӑрмана чул пуҫтарма кайнӑ. Унпа ҫул сарнӑ.

«Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек чул кӑларатпӑр», - тенӗ ял ҫыннисем. Ку ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫын ӗҫлет.

Ялти ҫынсем ӳркенмеҫҫӗ, кам пултарать, ҫавӑ чул сарма тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71861
 

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ.

Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ.

Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси.

Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӳлти Хыркасси ялӗнче Ункӑ юханшывӗ ҫинче ГЭС тунӑ, анчах вӑл темиҫе ҫултан ишӗлнӗ. 80-мӗш ҫулсенче ҫуран каҫмалли кӗпер тунӑ унта.

Ҫав кӗпере 2019 ҫулхи кӗркунне юсанӑ, анчах ку нумая пыман – кӑҫал ҫуркунне пӗр енчи кӗпер тӗревӗсем ишӗлсе аннӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК репортаж хатӗрленӗ.

Хӑрушӑ пулсан та Ҫӳлти тата Аялти Хыркасси ялӗнчи ҫынсем ҫав кӗперпех усӑ кураҫҫӗ. Капла ҫула кӗскетме пулать: Патӑрьел ялӗнчи лавккана, шкула, пульницӑна, чарӑнӑва ҫывӑхрах.

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн кӗпере юсама укҫа ҫук. Тӳре-шара ҫынсене асфальт ҫулпа усӑ курма сӗнет.Халӑх фрончӗ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тумалли пирки калать. Ҫакӑ паллӑ: кӗпере юсамаллах, анчах мӗнле укҫапа? Хальлӗхе хуравӗ ҫук.

 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски салинче те бассейн пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Красноармейски салинче пулнӑ чух шантарнӑ. ВЫрӑнтисем бассейн пирки питӗ ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Вӗсем ӑна ачасем валли тутарасшӑн.

«Бассейн проекчӗ хатӗр. Ҫулталӑк вӗҫлениччен экспертиза хатӗрлесе ҫитерсен ҫитес ҫул тума пуҫлӑпӑр», – тенӗ республика ертӳҫи.

Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, спортпа туслисен йышне 80 процента ҫитермели тӗллеве вӑл республика Правительстви умне лартнӑ. Инфраструктурӑна хатӗрленӗ чухне ҫынсен кӑмӑлне шута илмелле тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.

Калӑпӑр, пӗрисем футбол выляма юратаҫҫӗ, теприсем — чупма, ивҫҫӗмӗшӗсем — ишме.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнчи клуб пилӗк ҫул каяллах япӑхнӑ. Никӗс, стенасем ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫивитти шӑтнӑ, чӳречесемпе алӑксем ҫӗрӗшнӗ.

Ялти хӑш-пӗр хастар пӗрех клуб пирки ӗмӗтленет, ӑна юсамалла, уҫмалла, ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлать. Ялти пӗр хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева ҫӑхавланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильев ҫӗнӗ клуб туса пама шантарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ культура учрежденине юсама тытӑннӑ. Ҫивиттине юсасшӑн, чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласшӑн. Анчах укҫа ҫукки пӗтерет. 2,45 миллион тенкӗ кирлӗ.

Паян ялта Олег Николаев пулнӑ. Вӑл Строительство министерствине ыйтӑва тишкерме хушнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫивӗч ыйту сиксе тухсан халӗ унчченхилле хаҫата пӗлтерме кирлех те мар. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫырсан тӳре-шара тӳрех асӑрхать, кӑлтӑка вӑхӑтра татса пама тӑрӑшать.

«Чувашская Республика» (чӑв. Чӑваш Республики) паблик тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсен ыйтӑвӗсем татӑлаҫҫӗ. Республика влаҫӗ комментарисене вуланипе тата хуравланипех ҫырлахмасть, ыйтӑва татса пама тӑрӑшать.

Иртнӗ эрнере, тӗслӗхрен, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнчи Завод урамӗнче пурӑнакансем йӑлари каяша турттарса кайманнине хыпарланӑ. Ҫӑхава Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ асӑрханӑ хыҫҫӑн контейнерсем самантрах пушаннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫак эрнере Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пуху иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Йӑпӑлти ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑксенчен пӗрне строительство материалӗсем, хӑйӑр, вак чул валли уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫав ыйтупа унтисем халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. Пухӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та хутшӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Депутата вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем чӗнсе илнӗ.

Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл лаптӑка рекреаци тӗллевӗпе упраса хӑварма пултарнӑ.

Александр Андреев халӑх шухӑшӗпе кӑсӑкланманнинчен, сӗмсӗрлӗхрен тӗлӗннине пӗлтернӗ. Вӑл ҫавӑн пекех коммунистсен партийӗ ҫынсен интересне хӳтӗлеме ялан хатӗррине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...67
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хутсемпе çыхăннă шухăшсемпе туйăмсене йĕркене кĕртĕр. Килĕшÿсем тăвăр, вĕренĕр. Шалти сасса итлĕр - вăл улталамĕ. Ĕçлĕ тата туслă çыхăнусене йĕркелĕр.Ĕçлĕ партнерсене хăвăрăн шухăша ĕнентернĕ чухне хăвăра алăра тытăр, сасса ан хăпартăр.

Ҫӗртме, 16

2007
17
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем